12464 | Хӗрарӑм чӗлхи хӗрӗх юплӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12466 | Хӗрарӑм чӗлхи чакак хӳринчен те вӑрӑмрах. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12467 | Хӗрарӑм чӗлхи шӑнӑрлӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12468 | Хӗрарӑм чӗлхине хӗҫ те витмен. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12469 | Хӗрарӑм чӗнмесӗр пурӑнсан чӗлхи кӗҫӗтме пуҫлать тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12470 | Хӗрарӑм чӗнмесӗр пурӑнсан чире каять тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12471 | Хӗрарӑм чире ҫывӑрма выртиччен. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12472 | Хӗрарӑм чирне пӗлсе пӗтереймӗн. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12473 | Хӗрарӑм шуйттан тума пултарайман ӗҫе те тума пултарнӑ тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12474 | Хӗрарӑм шуйханма тытӑнсан шуйттан та чараймасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12475 | Хӗрарӑм якатмӑш. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12476 | Хӗрарӑма алӑра тыт, укҫана енчӗкре тыт. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12477 | Хӗрарӑма ан хӗрхен — хӗртсе илме ан ӳркен. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12478 | Хӗрарӑма каҫарӑн — хӗн амӑшне ҫул парӑн. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12480 | Хӗрарӑма кӑмака умӗ ҫитмен тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12479 | Хӗрарӑма кӑмака умӗ, сӗтел ҫийӗ ҫитмест. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12482 | Хӗрарӑма кӗпе арки чӑлхантарать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12483 | Хӗрарӑма ҫӳҫ пӗрчи чухлӗ те ан шан тенӗ ӗлӗк. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12484 | Хӗрарӑма Турӑ та хӗрхенет теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12485 | Хӗрарӑма хӗрхенекен ыр курман. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12486 | Хӗрарӑма шанакан качака полнӑ тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12487 | Хӗрарӑма шанакан ҫыннӑн пичӗ хӗрелнӗ тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12488 | Хӗрарӑма шанакан шар курать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12489 | Хӗрарӑма шансан пуҫсӑр юлан, арӑма шансан пӗтен. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12490 | Хӗрарӑма шуйттан илӗртсе астарать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12491 | Хӗрарӑма явӑл та ҫӗнеймен тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12481 | Хӗрарӑма, кӑмакана, ӗнене юрама йывӑр. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12493 | Хӗрарӑмӑн ача кӗлти пур, арҫыннӑн вӑрлӑх пур теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12494 | Хӗрарӑмӑн ӑсӗ часах пӑсланать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12495 | Хӗрарӑмӑн виҫ кӗтес, арҫыннӑн пӗр кӗтес. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12496 | Хӗрарӑмӑн виҫӗ чӗлхе пулас тӑк тахҫанах тӗнче пӗтмелле. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12497 | Хӗрарӑмӑн ӗҫӗ курӑнмасть, кучӗ ҫине ларса канаймасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12498 | Хӗрарӑмӑн икӗ чӗлхе теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12499 | Хӗрарӑмӑн йӑлӑнтарни ар умӗнче килӗшет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12500 | Хӗрарӑмӑн йӗк шырасси пӗтмест вара. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12501 | Хӗрарӑмӑн йӗки те йӗкӗлтеме пӑхать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12502 | Хӗрарӑмӑн купарчи сарлака та, ӑсӗ ансӑр. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12503 | Хӗрарӑмӑн ҫӑпатисем питӗ, ярсан таҫта та пырса ҫитӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12504 | Хӗрарӑмӑн ҫӳҫӗ вӑрӑм та, ӑсӗ кӗске. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12506 | Хӗрарӑмӑн усаллӑх мӑйраки пур тет, ҫавна шаккасах тӑмасан хӗрарӑма усал ерет тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12505 | Хӗрарӑмӑн усаллӑх мӑйраки пур тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12507 | Хӗрарӑмӑн чӗлхи вӑрӑм. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12508 | Хӗрарӑмпа та ырӑ мар, унсӑрӑн та майлӑ мар. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12509 | Хӗрарӑмпа шуйттан пӗр йӑхран тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12510 | Хӗрарӑмсӑр кил илемӗ ҫук. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12511 | Хӗрарӑмсӑр кил-ҫуртӑн хӑчӗ ҫук. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12512 | Хӗрарӑмсӑр пурнӑҫ ҫук. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12513 | Хӗрарӑмсем калаҫҫӗ: «Кун вӑрӑмланать, алӑ кӗскелет». | Арҫын — Хӗрарӑм |
12514 | Хӗрарӑмсемпе явӑҫса ҫӳресен ху пуҫна та сухатӑн. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12515 | Хӗрӗх тир чӑтайманнине хӗрарӑм чӑтнӑ тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |